MENU
Главная » 2019 » Февраль » 16 » Район уявĕ Шупашкарта
13:40
Район уявĕ Шупашкарта

Район уявĕ Шупашкарта

Муркаш районĕн 75 çулхи   сумлӑ уявне Шупашкарта К.Ивонов ячĕпе хисепленекен театрĕнче чаплӑн туса ирттерчĕç. Уява Муркаш районĕнчи чи маттур та пултаруллӑ ĕçченсене, хаклӑ та сумлӑ хӑнасене йыхравланӑ. Фоэсенче Муркаш районĕнчи чи пултаруллӑ ӑстаçӑсен выставкисене йĕркеленĕ. Муркаш тата Мӑн Сĕнтĕр райповĕсенчи апат-çимĕç выставкисем те куçа илĕртсе кӑна тӑчĕç. Пӑхмалли, курмалли кунта куç туллиех пулчĕ.

Уяв пуçланиччен малтан Муркаш район историне сенкер экран çинчен пӑхса савӑнчĕç залра ларакансем. Аслӑ ӑрури çынсем хӑйсене экран çинчен курсан, савӑнмаллипех савӑнчĕç, çамрӑк вӑхӑта аса илчĕç.

Ертсе пыракансем уява уçма Муркаш район пуçлӑхне И.В. Николаева тата Муркаш район администрацийĕн пуçлӑхне Р.Н.Тимофеева сӑмах пачĕç. Çак чаплӑ уявпа саламлама ӑçтан кӑна килмен пулĕ. Пурте саламлӑ сӑмахсем каласа парнесем парса хавхалантарчĕç Муркашсене.

Мĕнле-ха уяв ташӑ-юрӑсӑр? Хӑнасене чӑн малтанах алӑк патĕнче Калайкасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен кĕçĕн класра вĕренекен артистсем чӑваш халӑх юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Вĕсене хуткупӑспа выляса хавхалан-тарса тӑраканĕ Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова пулчĕ.

Уява «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те çитсе килчĕ. Муркаш районĕнчи илемлĕ те пултаруллӑ ушкӑнсем залра ларакансене хӑйсен юрри-ташшисемпе тыткӑнларĕç. Пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах куракансен кӑмӑлне çĕклерĕç çак савӑнӑçлӑ уявра. Уявӑн программи анлӑ та илемлĕ пулчĕ. 

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

 

      

      

Просмотров: 302 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar