MENU
Главная » 2019 » Февраль » 6 » Театр Çулталӑкне уçрӑмӑр
12:23
Театр Çулталӑкне уçрӑмӑр

Театр Çулталӑкне уçрӑмӑр

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путинӑн хушӑвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çула –Театр Çулталӑкĕ тесе йышӑннӑ.  Çак хушу хыççӑн Москакассинчи культура Çуртĕнче вӑй хуракансемшĕн  пысӑк ĕç пуçланчĕ тесе каласан та юрать .

Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем шкулпа тата «Колокольчик» ача-пӑча сачĕпе тачӑ çыхӑну тытса ĕçлесе пыраççĕ.

Москакассинчи вӑтам шкулта вĕренекен кĕçĕн классри ачасем учительсем тӑрӑшнипе тĕрлĕрен пĕчĕк спектакльсем хатĕрлерĕç. Çак спектакльсемпе, февралĕн 5-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче Театр Çулне   савӑнӑçлӑ лару-тӑрура уçма пулӑшрĕç. Культура Çуртне çанталӑк япӑх тӑнине пӑхмасӑрах ачасемпе пĕрле ашшĕ-амӑшĕсем, аслашшĕ-асламӑшĕсем пуçтарӑнчĕç.

Пĕтĕмпе 6 спектакль пӑхса савӑнса ларчĕç курма килнисем. Ачасем чӑннипех те артистсем пек тытма тӑрӑшрĕç хӑйсене. Кунта, чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчан чĕлхипе лартнӑ спектакльсем пулчĕç.

Питех те тӑрӑшса вылярĕç пĕчĕк артистсем сцена çинче.

Спектакль вĕçленсен, 1-4 классри ачасене, курма килнĕ ашшĕ-амӑшĕсене культура ĕçченĕсем тав сӑмахĕсем каласа савӑнтарчĕç. Вĕрентекенсене Муркашри культура Çурчĕн ертÿçин, И.А.Смирнов, ячĕпе тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç.

 Пурте кӑмӑллӑ юлчĕç Театр Çулне ачасем тӑрӑшнипе уçнишĕн. Хаваслӑ ачасен сасси культура Çуртне хӑт кĕртсе хӑварчĕ. 

«Пирĕн пулас артистсем куç умĕнчех çитĕнеççĕ»,- тесе килĕсене майĕпен саланчĕç культура Çуртне пухӑннисем.

 

      

      

      

      

      

         

      

      

      

      

 

Просмотров: 292 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar