MENU
Главная » 2019 » Февраль » 18 » Тивĕçлĕ шайра хÿтĕлерĕмĕр
14:20
Тивĕçлĕ шайра хÿтĕлерĕмĕр

Тивĕçлĕ шайра хÿтĕлерĕмĕр

Февралĕн 16-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи «халӑх» ятне илнĕ пур пултарулӑх ушкӑнĕ те хӑйĕн «халӑх» ятне хÿтĕлессишĕн Шупашкартан килнĕ сумлӑ тÿресем умĕнче пысӑк экзамен тытрĕç.

Орининти культура Çуртĕнче 5 пултарулӑх ушкӑнĕ тÿресем умне тухрĕ. Вĕсем хушшинче Москакассинчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те пулчĕ. Маплтанах «Улӑхра курсан чечек» юрӑпа ташӑ сюитипе уçрĕ ушкӑн. Çитĕнсе пыракан çамрӑк хĕрачасем «Чӑваш ен» юрӑпа паллаштарчĕç тÿресене. «Воронежские страдания» a-Capella юрланӑ чух залра шӑп кӑна итлесе ларчĕç. Хора Сергей Николаев дирижер тĕрĕс ертсе пырса юрлаттарчĕ. Пушкӑрт ташшине илемлĕ 4 пике çав тери ӑста ташласа пачĕ.

 Курав вĕçленнĕ хыççӑн, тÿресем кашни ушкӑнӑн ертÿçисене мĕнле çитменлĕхсем пуррине кĕскен каласа пачĕç, малашне çак кӑлтӑксене кĕске вӑхӑтрах пĕтермелли çинчен каларĕç.

Чи лайӑх хыпар вара пуриншĕн те çакӑ пулчĕ. Пур ушкӑн та «халӑх» ятне хÿтĕлеме пултарчĕ çак кун. Пултарулӑх ушкӑнĕсене  тепĕр виçĕ çул хушши лайӑх ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕç тÿресем. Ку вара пултарулӑх   ушкӑнĕсемшĕн парнерен те парне пулчĕ.

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕсен ертÿçисенне: Р.Семенова, И.Петрована, С.Николаева тата Д.Чермакована малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр. «Шуçӑм» ушкӑнне çÿрекен ташӑ ушкӑнне тата юрӑ ӑстисене чун-чĕререн тав сӑмахĕ калатпӑр. Эсир культурӑна малалла аталантарассишĕн, чуна парса тӑрӑшса ĕçленĕшĕн, çĕре çити пуç тайса саламлатпӑр! Сывлӑх сире, юрату та килĕшÿ ĕмĕр-ĕмĕре!

 

      

      

      

      

      

      

      

 

Просмотров: 300 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar