MENU
Главная » 2019 » Сентябрь » 18

Ал-ĕç ӑстисен кружокĕ ĕçлеме пуçларĕ

 

 

Вĕренÿ çулĕ пуçланнӑ майӑн, Москакасси культура Çуртĕнче ал-ĕç ӑстисен кружокĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кунта иртнĕ çулта алмазпа ĕçлеме вĕреннĕ ачасем çÿреме кӑмӑл турĕç, паллах чи чӑтӑмлисем кӑна. Культура Çурчĕн ĕçченĕсем ачасене валли тĕрлĕрен илемлĕ картинӑсем туянса пачĕç. Ачасем хӑйсене килĕшекен картинӑсене хаваспах суйласа илчĕç. Çак кунсенче вара картинӑсене ачасем çавра сĕтел хушшине ларса алмазпа тĕрлеме пуçларĕç. Кружока çÿреме кӑмӑл тӑвакан ачасене культура Çуртне тунтикунпа кĕçнерни уроксем хыççӑн килме йыхравлатпӑр.

Просмотров: 203 | Добавил: Алина | Дата: 18.09.2019 | Комментарии (0)