MENU
Главная » 2020 » Январь » 1 » Çĕнĕлле Çĕнĕ Çул уявĕ
14:20
Çĕнĕлле Çĕнĕ Çул уявĕ

Çĕнĕлле Çĕнĕ Çул уявĕ

 

Декабрĕн 30-мĕшĕнче çанталӑк урамра çиллĕ тӑчĕ, юр вĕçтерчĕ. Культура Çуртĕнче çак каç Бал-Маскарад туса ирттерме палӑртнӑччĕ. Шел пулин те культура Çуртне пĕр çын та асамлӑ çипуçсемпе килмерĕç. Çакна шута илсе, культура ĕçченĕсем нумай шухӑшласа тӑмарĕç, хӑйсем тĕрлĕрен çипуçсем тӑхӑнса яла тухрĕç. Вĕсене пачах та кĕтмен кил-хуçисем питех те савӑнчĕç хӑйсене киле пырса савӑнтарма пултарнишĕн. Çĕнĕ Çула халалласа Хĕл Мучипе Юр Пике юрӑсем те юрлаттарчĕç, ташӑсем те ташлаттарчĕç, вӑйӑсем те выляттарчĕç кил хуçисемпе вĕсен ачисене. Питех те кĕтмен савӑнӑç пулчĕ   вĕсене килсе савӑнтарнӑшӑн. Килес çул та çакӑн пек килсе савӑнтарма телей сунчĕç хӑнасене кил хуçисем.

Çак вара пачах та кĕтмен пулӑм пулчĕ культура ĕçченĕсемшĕн. Çакӑн пек те ĕçлесе савӑнтарма пулать иккен çынсене. Хӑйсем çынсене савӑнтарма пултарнишĕн чӑннипех те кӑмӑллӑ юлчĕç вĕсем.

Просмотров: 214 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar