MENU
Главная » 2020 » Январь » 27 » Хӑйсен вӑйĕпе – юсав ĕçĕсене тӑваççĕ
09:27
Хӑйсен вӑйĕпе – юсав ĕçĕсене тӑваççĕ

Хйсен вӑйĕпе – юсав ĕçĕсене тӑваççĕ

 

Рикакасси ял клубĕ ял ваарринче хитре вырӑнта вырнаçнӑ. Ял халӑхне çак клуб нумай çул хушши ĕнтĕ хӑйĕн хÿтлĕхĕпе савӑнтарса, ӑшӑтса тӑрать. Ялта пуху иртет-и, уявсем пулаççĕ-и, концерт – спектакльсем халӑха савӑнтараççĕ – и, суйлавсем иртеççĕ-и, çак пулӑмлӑ ĕçсем пĕтĕмпех çак клубра пулса иртеççĕ.

Çак клуба вӑрçӑчченех, колхозсем йĕркеленннĕ вӑхӑтра туса лартнӑ. Малтанах унта вулавӑш çурчĕ ĕçлеме пуçланӑ. Хут пĕлмен çынсене вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ. Комсомолецсем хастар пулнипе, ялти культурӑна çĕклеме сахал мар пулӑшнӑ.

Рыкакасси клубĕн пĕренисем 100 çултан та иртсе кайнӑ, халĕ те пурӑнать-ха. Çак клуб çуртне Рикакассинче пурӑнакан Кукушкин Михаил Петровичӑн мӑнаслашшĕн хуçавлӑхĕнчен тунӑ теççĕ.  Колхоз тунӑ вӑхӑтра   мӑнаслашшĕпе асламӑшĕн хуçалӑхĕ çирĕп пулнӑ, шӑпах ĕнтĕ вĕсен   хуçалӑхне туртса илсе клуб туса лартнӑ. Ачисем те çавна каласа çирĕплетеççĕ паянхи кун.

Темиçе çул каяллах ялта çĕнĕ клуб тӑвасси пирки сӑмахлаççĕ. Шел пулин те тĕрлĕ сӑлтава пула, паянхи кун та çак кивĕ çуртра нушаланма тивет ял халӑхĕн. Кунран кун çурт кивелсе, ишĕлсе тӑрать: чÿречисем чалӑшаççĕ, урай хӑмисем çĕреççĕ, алӑкĕсем ванаççĕ. Çаксене пĕтĕмпех юсаса тӑмалла-çке.

Çĕнĕ çул ирттернĕ хыççӑн, урай хӑмисене улӑштарса çирĕплетме пултарчĕç клуб хуçи тӑрӑшнипе тата ӑна пулӑшса тӑракансем. Çак ĕçре ытларах Кондукторов Анфир Николаевич пысӑк пулӑшу парать. Тавах ӑна çакӑншӑн!

Темĕнле кивĕ клуб пулсан та, ялти çамрӑксем çак клуба кунсеренех çул тытаççĕ. Хӑйсен сывлӑхне çирĕплетес тесе, хӑйсем ӑсталанӑ спорт инвентарĕсемпе тĕрлĕрен хусканусем тӑваççĕ. Аслӑ çулхисем те çакӑнта тӑтӑшах репетицисем туса ирттереççĕ, концертсем те час-часах пулса иртеççĕ кунта.

Культура вучахне сÿнме памаççĕ-ха Рикакасси ялĕнче пурӑнакансем. Вĕсем хӑçан та пулин çак вырӑнта çĕнĕ культура Çурчĕ хӑпарса ларасса чунтанах шанса, ĕмĕтленсе пурӑнаççĕ.

Просмотров: 218 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar