MENU
Главная » 2020 » Январь » 13 » Хĕл Мучипе тĕл пулчĕç
09:35
Хĕл Мучипе тĕл пулчĕç

Хĕл Мучипе тĕл пулчĕç

 

Москакасси культура Çуртĕнче ачасене вокалпа Дарья Чермакова нумаях пулмасть вĕрентме пуçланӑччĕ. Паянхи кун çак ушкӑна 5-6 ача кӑна вĕренме çÿрет пулин те, хӑйсен пултарулӑхне иртнĕ çул Шупашкарти Туслӑх керменĕнче кӑтартса, «Чӑваш не» юрӑпа 1 – мĕш вырӑна тухма пултарчĕç. Çакӑн хыççӑн ачасем тата ытларах хавхаланса юрлама пуçларĕç. Паянхи кун вĕсене ертÿçĕ вокалпа ытларах тĕрĕс юрлама вĕрентсе пырать. Программӑна çĕнĕ юрӑсем те кĕртрĕ, ытларах çав юрӑсемпе ĕçлесе пырать Дарья Чермакова. Репетици кунĕсем ытларах канмалли кунсенче пулса иртеççĕ. Акӑ, иртнĕ канмалли кун вĕсем культура Çуртне пухӑнчĕç. Пĕр шухӑшламан çĕртен вĕсем патне хӑнана Хĕл Мучи хӑйĕн тулли миххипе килсе кĕчĕ. Ачасене вӑл сӑвӑсем калаттарчĕ, юрӑсем юрлаттачĕ. Ачасем  хавхалансах унӑн кӑмӑлне тивĕçтерчĕç. Хĕл Мучи те вĕсен кӑмӑлне тутлӑ çимĕçсем парса тивĕçтерсе хӑварчĕ. Тепĕр хутччен Çĕнĕ Çул ячĕпе саламласа ачасемпе кӑмӑллӑн сыв пуллашрĕ. Ачасем те пысӑк тав сӑмахĕ каласа, Хĕл Мучине ӑшшӑн ӑсатса ячĕç.

Ачасем тулли те савӑнӑçлӑ кӑмӑлсемпе малалла юрлама пуçларĕç.

Просмотров: 195 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar