MENU
Главная » 2020 » Январь » 1 » Килчĕ - çитрĕ Çĕнĕ Çул
13:38
Килчĕ - çитрĕ Çĕнĕ Çул

Килчĕ - çитрĕ Çĕнĕ Çул

 

Ачасемшĕн çулталӑкри чи кĕтнĕ савӑнӑçлӑ кун - Çĕнĕ Çул уявĕ. Çак йӑлана тĕпе хурса, Москакасси культура Çуртĕнче çулсеренех ял тӑрӑхĕнчи ачасене ёлкӑна йыхравлатпӑр. Декабрĕн 30-мĕшĕнче кӑнтӑр иртни 1 сехете ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Ачасем тĕрлĕрен юмахри чĕрчунсен тумĕсемпе уява килнĕ. Вĕсене культура ĕçченĕсем ёлка йĕри – тавра пуçтарчĕç. Çĕнĕ çул ёлкинче ачасем юрӑсем шӑрантарчĕç, ташларĕç, вӑйӑсем вылярĕç. Вупӑр карчӑкĕ вĕсене тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕшсем туса култарчĕ. Хĕл Мучине вара ачасем хыттӑн кӑшкӑрсах кĕтсе илчĕç. Хĕл Мучи ачасене сӑвӑсем калаттарса, юрӑсем юрлаттарса тутлӑ çимĕçсемпе сӑйларĕ. Хĕл Мучи аллинчен илнĕ пылак çимĕç чи тутли пулчĕ ёлкӑра. Ачасем лотерея билечĕсемпе тĕрлĕрен парнесем выляса илчĕç, чи пысӑк парне пулчĕ вĕсемшĕн. Самаях тӑсӑлчĕ уяв культура Çуртĕнче. Юлашкинчен кӑмӑл тӑвакансем асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕкĕсем ÿкерттерчĕç.

Хавхаланса саланчĕç пĕчĕк шӑпӑрлансем ашшĕ - амӑшĕсемпе килелле.

Просмотров: 213 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar