MENU
Главная » 2020 » Январь » 9 » Рикакасисен - Çĕнĕ çул уявĕсем.
14:07
Рикакасисен - Çĕнĕ çул уявĕсем.

Рикакасисен - Çĕнĕ çул уявĕсем.

 

                                                                                                                                «Çĕнĕ çул, çĕнĕ çул,

                                                                                                                             Ыррине çеç эс туйсам

                                                                                                                                  Çĕнĕ çул, çĕнĕ çул,

                                                                                                                     Эс телейлĕ çул пулсам …»

Акă, сысна çулĕ те кĕрлесе иртсе кайрĕ, шăши çулĕ çитрĕ, çулталăк пĕр сиĕнмесĕр иртсе кайрĕ.

Этем çул иртнишĕн савăнмасть ĕнтĕ, иртнĕ çулта лайăххи, усăлли, ырри пулнишĕн аса илсе савăнать. Рикакассисем те ытти çынсем пекех савăнма пĕлеççĕ. Вăй çитнĕ таран ял хăтлăхĕшĕн, тасалăхĕшĕн тăрăшаççĕ, тимлеççĕ. Яшок пĕвине 50 çула яхăн тасатманччĕ, Рикакасем тасатас терĕç. Малтанах ĕçсем йывăрччĕ. Кайран пĕрле-пĕрле пулса, Москакасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе ял çыннисем укçа хывса, Яшок пĕвине тасатса хăт кеĕртме пултарчĕç.

Ĕмĕрхи йăмрасене те пĕр май касса, пуçтарсах, тирпейлесе тăраççĕ Рикакассине качча килнĕ кинсем: Алексеева Галина Витальевна, Абросеева Людмила Зиновьевна тата ыттисем те.

Ял уявĕсем ирттерни те ял халăхне туслă, килĕштерсе пурăнма вĕрентет. Çитменлĕхсем те, чуна ыраттарса пăшăрхантаракан ыйтиусем те пур: ял çыннисене шывпа тивĕçтересси, ял варринче вырнаçнă кивелнĕ клуба та çĕнĕрен купаласа хӑпартасси пирки те ял халăхĕ пĕр май пăшăрханса калаçать.

Çапла, хытă шанать - ха шалти чун, хӑçан та пулин вĕсем ыйтнине çÿлти шайра ларакансем тивĕçтерессе шансах тӑраççĕ Рикакассисем. «Турри пулăштăр кăна, кăмăлĕсем çавăрăнчăрччĕ»,-тесе калаçать ял халӑхĕ.

Çапах халăх савăнать-ха пурнăçра. Тĕрлĕ-тĕрлĕ çын пур ялта. Пĕрисем: «Сирĕн  нимĕн те пулмасть», - теççĕ. Эпир çапах лайăххине шанатпăр «Пурнăç кĕрешÿ» - тенĕ - çке авалах историксем.

Клуб çумĕнчи «Туслăх» пултарулăх ушкăнĕ те ял хушшинче те, районта та ырă ятлă. Клубне мĕнпе пулăшма пултарнă - пулăшса тăраççĕ çак ушкӑна юрлама çÿрекенсем: сĕтел çине витмелли çивитти, савăт - сапа, музыка инструменчĕсем тата ытти те парнелеççĕ артистсем. Ансамбльте юрлакансем кашни хăйне валли концертра тухса юрлама, хăйсен укçи-тенкипе вырăс тумĕ çĕлеттерчĕç. Ялта юбилейсенче, уявсенче каллех «Туслăх» ансамблĕ юрă-ташăпа хавхалантарса тăрать. Кам ĕçлет, кам тивĕçлĕ канура, е мăнуксене пăхать, çапах репетицисене, концертсене сиктермесĕр, ответлăха туйса çÿреççĕ. Çĕнĕ çул уявĕсене те ыррине туйса, шанса, пысăк туйăмпа кĕтсе илчĕç Рикакакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансем. Çамрăк мăшăрсем клуба пĕрле тухни те çав тери савăнтарать: Олегпа Лилия Николаевсем, Сергейпа Оля Парандеевсем, Сашăпа Ирина Малиновсем. Çавӑн пекех канмалли кунсенче   ял çамрăкĕсем урамра йĕлтĕрпе, конькипе, çунашкапа ярăнаççĕ.  

Ялта пулса иртнĕ тĕрлĕрен мероприятисене ялти пултаруллӑ хĕр Маша Родионова чун туртнипе фотоаппаратпа ÿкерсех тӑрать, кайран ял уявне валли çак сӑн ÿкерчĕксене культура ĕçченĕсем тӑрӑшнипе стендсем туса хатĕрлеççĕ.

Яланхи пекех Çĕнĕ çула малтан декабрĕн 28 – мĕшĕнче Хĕл Мучипе Юр Пике ачасене ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Ачасене юрлаттарса – ташлаттарчĕç, сӑвӑсем калаттарса тутлӑ çимĕçсемпе сӑйларĕç. Ачасемшĕн питех те пысӑк савӑнӑç пулчĕ ёлкӑра пулма.

Декабрĕн 30 – мĕшĕнче çмрăксем кивĕ çула ăсатса Çĕнĕ çула хаваслӑн кĕтсе илчĕç. Хальхи эстрада юррисемпе хавхаланса пĕр-пĕринпе ӑмӑртмалла ташларĕç.

Декабрĕн 31 – мĕшĕнчи лотерея вылявĕ пулса иртрĕ. Чи телейлĕ билет Данил Акимов аллинче пулчĕ. Вăл радио выляса илчĕ. Пĕтĕмпе 12 пин тенкĕлех билет сутнă. Билетсене сутнӑ çĕрте Дима Пирусовпа Игнат Короленко питĕ правур пулчĕç.

Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1 сехетрен пуçласа ирхи 4 - сехетчен çамрăксем клубра пĕрле савăнчĕç. Ывӑничченех ташласа, вӑйӑсем выляса чунĕсене уçрĕç çамрӑк мӑшӑрсемпе çамрӑксем.

Кӑрлач уйăхĕн 7- мĕшĕнче ял халăхĕ, çамрăксем Сурхури уявне пĕрле ирттерчĕç, мăйăр çисе савăнчĕç.

Уяв каçăсенче музыка аппаратурипе Саша Кондукторов хавхалантарса тăчĕ. Клубĕ ăшă пултăр тесе, Клавдия Дорожнова кăмакине хутсах тăчĕ.

«Çĕнĕ çула пĕрле савăнаçлă кĕтсе илтĕмĕр пулсан - çак сула та тухăçлă, ытлă - çитлĕ, пĕр – пĕринпе килĕшÿре пурăнасчĕ»,- тесе савӑнса сăмахларĕç рикакасисем.

Просмотров: 232 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar