MENU
Главная » 2020 » Январь » 1 » Шӑши çулне - çĕнĕ шухӑш -туйӑмсемпе
10:14
Шӑши çулне - çĕнĕ шухӑш -туйӑмсемпе

Шӑши çулне - çĕнĕ шухӑш -туйӑмсемпе

 

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн артисчĕсем ĕçлеме кӑна мар пĕр шухӑшлӑ пулса лайӑх канма та пĕлеççĕ. Акӑ иртсе каякан кивĕ çула ӑсатма, çывхарса килекен Çĕнĕ çула кĕтсе илме Москакасси культура Çуртне декабрĕн 29-мĕшĕнче пуçтарӑнчĕç. Уяв кĕрекине паллах килте хатĕрленĕ тутлӑ çимĕçсемпе илемлетрĕç. Çĕнĕ çула кĕтсе илме тулли кĕреке хушшине вырнаçса ларчĕç. Вĕсене Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи, Галина Голубева çывхарса килекен Çĕнĕ çул «Шӑши çулĕ – 2020» уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль – конкурса тĕплĕн хатĕрленсе тивĕçлĕн сцена çинче куракансене савӑнтарма ӑнӑçу сунчĕ, пухӑннӑ артистсене   асӑнмалӑх парнесем парса чысларĕ. Парнесемшĕн кашни артист ӑшшӑн тав туса, Çĕнĕ çулта çĕнĕ вӑй-халпа ĕçлесе пыма сӑмах пачĕç. Тутлӑ çимĕçсене ас тивнĕ хушӑрах культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен вӑйӑсем туса ирттерчĕç. Мĕн чухлĕ ташласа, юрласа савӑнмарĕç пулĕ уяв кĕрекине пуçтарӑннӑ артистсем, пĕр-пĕринпе шÿтлерĕç, чунтан калаçрĕç, юлашкинчен асӑнмалӑх телефонсем çине сӑн ÿкерчĕкĕсем çаптарчĕç. Питех те ӑшӑ туйӑмпа иртрĕ çак Çĕнĕ çул уяв каçĕ.

Просмотров: 196 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar