MENU
Главная » 2020 » Январь » 2 » Шӑши çулне савӑнӑçлӑн кĕтсе илчĕç
17:25
Шӑши çулне савӑнӑçлӑн кĕтсе илчĕç

Шӑши çулне савӑнӑçлӑн кĕтсе илчĕç

 

Декабрĕн 31 – мĕшĕнче Шӑши çулне çемьесенче кĕтсе илнĕ хыççӑн пурте урама салют пӑхма тухрĕç. Çÿл тÿпене салют хыççӑн салют вĕçрĕ, ача-пӑчан савӑнӑçлӑ кӑшкӑрни хӑлхара янӑраса кӑна тӑчĕ. Урамра чылай вӑхӑт хушши салют пӑхса савӑнчĕ ял халӑхĕ.  Ун хыççӑн майĕпен ирхи 1 сетре Москакасси культура Çуртне пухӑнма пуçларĕç. Шӑши çулне кĕтсе илнине малалла ташӑ каçĕпе тӑсрĕç. Самаях пуçтарӑнчĕç кунта. Çамрӑк мӑшӑрсемпе, хĕрсемпе каччӑсем илемлĕ кĕвĕсемпе ташларĕç те ташларĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем вĕсене çитсе килнĕ Шӑши çулĕ ячĕпе саламларĕç, Çĕнĕ çулта çуралнисене парне парса чысларĕç, чи çамрӑк мӑшӑра Москакасси ялĕнчек пурӑнакан Егоровсен çемьине мӑшӑрланнӑ ятпа саламласа парне парса чыс турĕç. вӑйӑсем выляттарчĕç. Лотерея билечĕпе пурте те асӑнмалӑх Çĕнĕ Çул парни выляса илчĕç.  Ирхи 4 сехетччен чун каничченех савӑнчĕç культура Çуртне пуçтарӑннисем. Пĕр-пĕрне чылай вӑхӑт курманнисем пĕр-пĕринпе уйрӑлмиех калаçакансем те пулчĕç. Питех те савӑнӑçлӑ иртрĕ Çĕнĕ Çул уявĕ.

Ташласа тӑранайманнисем вара, машинӑран кĕвĕ янӑраттарса çĕнĕ юр çинче хаваслансах ташларĕç. Çапла ĕнтĕ, Çĕнĕ Çул вӑл çулталӑкра пĕрре килет-çке.

Просмотров: 226 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar