MENU
Главная » 2020 » Январь » 8 » Сурхури уявĕ
09:35
Сурхури уявĕ

Сурхури уявĕ

 

Москакасси культура Çуртĕнче Сурхури уявне çулсеренех тĕрлĕ енлĕ туса ирттереççĕ. Кӑçал уява паллӑ тума Шураппасемпе пĕрле ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан аслӑ ӑрури çынсем кӑнтӑрлах пуçтарӑнчĕç. Уяв вара питех те кӑмӑллӑ иртрĕ. Килнĕ хӑнасене Сурхури ячĕпе Хĕл Мучипе Юр Пике саламларĕç, яланах пĕрле çапла пуçтарӑнса савӑнма йыхравласа хӑварчĕç, ёлка йĕри-тавра тӑрса тухнӑ çынсене Сурхурине халалласа тĕрлĕрен тупмалли юмахсен тупсӑмне туптарчĕç, юрӑсем юрлаттарчĕç, ташӑсем ташлаттарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Юр Пикепе Хĕл Мучи тутлӑ çимĕçсемпе парнесем парса чысланӑ хыççӑн хӑнасемпе сыв пуллашрĕç. Вĕсене ӑсатнӑ хыççӑн та залра юрӑ-кĕвĕ шӑранчĕ. Вĕсене культура ĕсченĕсем илемлĕ юрӑсемпе хавхалантарса ташлаттарчĕç. Çĕкленÿллĕ кӑмӑлпа хавхалансах савӑнчĕç пуçтарӑннӑ çынсем. Тата çамрӑклӑха аса илсе çĕрĕлле те выляса илчĕç. Самаях савӑннӑ хыççӑн Сурхури ячĕпе хатĕрлесе килнĕ тутлӑ çимĕçсемпе сӑйланчĕç.

Кĕреке хушшинче ветерансен кашашĕн ертÿçи Вера Ивановна Беспалова пурне те уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ. Сывлӑхĕ начарланнине кура, хӑйĕн ĕçне малалла тӑсма Николай Витальевич Потрякова сĕнÿ пачĕ. Унӑн сĕнĕвĕпе килĕшсе, кĕрекере ларакансем пурте пĕр харӑс алӑсене çĕклесе сасӑларĕç. Н.В.Потряков çак ĕçе шанса панӑшӑн пурне те тав сӑмахĕ каларĕ, малалла тивĕçлĕ шайра пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пыма сӑмах пачĕ. Ăна пурте тӑвӑллӑн алӑ çупса саламласа ӑнӑçу сунчĕç.

Уяв чӑннипех те хаваслӑ та усӑллӑ иртрĕ çак кун. Килелле саланнӑ майӑн культура ĕçченĕсене савӑнӑçлӑ уяв туса панишĕн тав сӑмахĕсем каласа уйрӑлчĕç.

Просмотров: 210 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar